Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ
«Юрмари» цехсенчен пӗри
«Юрмари» цехсенчен пӗри

Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» агрохолдинг ӗҫ саккунне пӑснӑ.

Асӑннӑ район прокуратури предприятире ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ҫу уйӑхӗшӗн те ӗҫ укҫи тӳлесе тытманнине палӑртнӑ. Парӑмӗ 62 ҫын умӗнче тӑрса юлнӑ. Вӗсене пурӗ 420 пин тенкӗ ытла тӳлемелле пулнӑ.

Тӗрӗслев ытти кӑлтӑка та ҫиеле кӑларнӑ. Хапрӑкра тӑрӑшнисенчен пӗри ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ун пек чухне шалӑва ҫав кунах парса татмалла. Хӗрарӑм вара укҫана тепӗр кун кӑна илейнӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр хӗрарӑма та ҫавӑн пекех кӗттернӗ. Предприятире грузчикра тӑрӑшакана ҫу уйӑхӗнче каннӑ отпуск укҫине утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче икӗ пая уйӑрса тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах канма кайиччен виҫӗ кунтан маларах куҫарса памалла тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама.

Саккуна пӑхӑнманшӑн предприятин тӗп директорне 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, агрохолдинга хӑйне — 40 пин тенкӗлӗх.

 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 60 тонна утӑ ҫунса кӗлленнӗ.

Утӑ пӑру ферминчен инҫех мар выртнӑ. Телее, пушарнӑйсем ҫулӑма вите ҫине куҫма паман. МЧСӑн Чӑван Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 180 рулон утӑ электролини айӗнче выртнӑ.

Пушар шӑпах электричество пралукне пула тухма пултарнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗншӗн алхаснине тӗпчеҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш брйолерӗ» акционерсен уҫӑ обществинче кӑштахран 550 ҫын ӗҫсӗр юлма пултарать. Ҫак цифрӑна тата факта паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Унти ҫивӗч лару-тӑрӑва Элтепер ШӖМпе тата прокуратурӑпа пӗрле татса памаллине палӑртса хӑварнӑ.

Чӑн та, хапрӑка панкрута кӑларма республикӑн Арбитраж судне панӑ. Ларӑва унччен куҫарчӗҫ, ҫитесси юпа уйӑхӗ 5-мӗшӗнче пулмалла. Маларахри лару вӑхӑтӗнче Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗ.

Хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче пулнине кура ӑна республика сутса яма йышӑннине, анчах туянас кӑмӑллисем тупӑнманнине кура акцие сутма май килмен.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Фермӑсене тӗрӗслевҫӗсем пахалаҫҫӗ
Фермӑсене тӗрӗслевҫӗсем пахалаҫҫӗ

Хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ чӑваш. Патӑрьел районӗнчи хуҫалӑхсем кӗркунне фермӑсене янтӑламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑш хуҫалӑх ферминче еплерех лару-тӑру пулнине районти ятарлӑ комисси вырӑна тухса тӗрӗсленӗ.

«Корма» агрофирмӑра ӗне-выльӑх тӑракан вите кивӗ. Саплӑклӑ пулсан та япала таса пултӑр тенине шута илсе шыв пӑрӑхӗсене ҫӗнетни, урайӗнчи ҫӗрнӗ хӑмасене улӑштарни пирки Патӑрьел район хаҫачӗ «Авангард» пӗлтерет. Унта тӗрӗслевҫӗсем пулнӑ вӑхӑта фермӑна дезинфекцилесе ӗлкӗрмен пулнӑ, анчах ҫывӑх вӑхӑтра ҫак ӗҫе пурнӑҫласшӑннине пӗлтернӗ. «Родина» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ятарлӑ бригада чӗнсех витене тирпейлеттересшӗн. «Тойсинская» агрофирмӑра витесене дезинфекцилесе шуратнӑ.

Фермерсем патне те ҫитнӗ. Кзыл Камышри Ф. Бурганов выльӑх валли апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ. Кзыл Чишмари Ф. Замалетдинов та хӗле тӗплӗ хатӗрленнӗ. Кивӗ Ахпӳртри И. Каргина фермер хуҫалӑхӗнче стенасене тултан сӑрланӑ, шалтан та ҫӗнӗ сӑн кӗртеҫҫӗ.

Именкассинчи В. Кириллов фермерӑн та вӑкӑрсем тӑракан витере тап-таса.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир ҫырсах тӑтӑмӑр. Аса илтеретпӗр, унти бройлерсен самай пайне пусса тата сутса пӗтернӗ, ҫынсен самай пайне ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ пирки ҫитес уйӑхра самайӑшӗ урамра тӑрса юлӗ.

Ятлӑ-сумлӑ хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче пулнине кура ӑна республика сутса яма йышӑннине те эпир пӗлтернӗччӗ. Аукцион паян иртмеллеччӗ. Анчах туянас кӑмӑллисем тупӑнманнине кура акцие сутма май килмен.

Панкрута тухасси патне ҫитнӗ хапрӑкӑн ӗҫне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ тепӗр хутчен пӑхса тухмалла.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Коми тӑрӑхӗнчи халӑхпа курнӑҫма Анатолий Князев чумра та темиҫе хутчен ҫӗр каҫнӑ
Коми тӑрӑхӗнчи халӑхпа курнӑҫма Анатолий Князев чумра та темиҫе хутчен ҫӗр каҫнӑ

Чӑваш Енре тӗрлӗ должноҫре унччен ӗҫленӗ Анатолий Князева Коми Республикин ял хуҫалӑх министрӗ пулма чӗнсе илнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫынпа пӗрле ӗҫлеме тӳр килнисем ӑна хӑйӗн ӗҫӗнчи пысӑк профессионал, ватӑпа ватӑ пек, яшпа яш пек пулнине аван пӗлеҫҫӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче ӳссе хӑват илнӗ, кайран Шупашкар район ҫӗрӗ ҫинче тӗпленнӗ ҫын Коми Республикинче хӑйне епле туйнине, унти халӑха епле йышӑннине Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатри интервьюра каласа кӑтартнӑ.

Анатолий Князев ҫурҫӗр тӑрӑхӗнчи ҫав регионти кайӑк-кӗшӗк отраслӗ вӑйлӑ аталаннине пӗлтернӗ. Унта ӳстерекен ҫак продукцие Чӑваш Енри лавккасенче, «Чӑваш бройлерӗ» хапрӑкӑн точкисенче, сутассине йӗркелес шухӑшлине пӗлтернӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
"ВДС" обществӑри Евгений Гаврилов комбайнер
"ВДС" обществӑри Евгений Гаврилов комбайнер

Ҫӗрпӳ районӗнчи комбайнерсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тыр-пул выраҫҫӗ. Ытларах тӗшӗлесе илекен нумайрах укҫа лекесси паллӑ-ха. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнчи хуҫалӑхсенчи комбайнерсем тата механизаторсем хушшинче ятарласа ӑмӑрту та йӗркеленӗ. Ӗлӗкхилле, совет саманинчи пек.

Вырмара тар тӑкакансен ӗҫне хаклакансем ӗнер иртнӗ эрнери ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Комбайнерсенчен «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Евгений Гаврилов мала тухнӑ. Вӑл пӗр эрнере 225 тонна тырӑ ҫапса тӗшӗленӗ. Механизаторсенчен «Ҫӗрпӳ беконӗ» обществӑн «Авангард» филиалӗнчи Владислав Герасимова палӑртнӑ. Вӑл кӗрхисене 275 гектар акнӑ. «Колос» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи Сергей Максимов водитель тӗштырӑна 620 тонна турттарса мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вымпел тыттарнӑ тата районта тухса тӑракан «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫата ҫырӑнса панӑ.

 

Республикӑра

Пӑрачкав районӗнче Африка мурне тупнӑранпа пӗр эрне ҫитсе пырать. Унта сыснасене тӗп тӑвас ӗҫ малалла пырать. Унӑн какайне сутма тӳрех чарнӑ.

Халӗ районта сӗт юр-варӗпе сутӑ тума та чарнӑ. Районта аш-какай пасарӗ ӗҫлемест. Ҫынсем сӗт-турӑх, ҫу таврашӗ те туянаймаҫҫӗ.

Ку чару ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Вӑл 30 куна пырӗ. Сӑмах май, Чулхула облаҫӗнче те сыснасене тӗп тӑваҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри ӑна пусса сутма ҫӳрет-мӗн.

Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пӗтӗм сыснана тӗп тунӑ. Ҫывӑхри ял тӑрӑхӗнче те сысна юлман. Выльӑха ятарлӑ вырӑнта ҫунтараҫҫӗ. Халӗ ытти ялти сыснасене тӗп тӑвас ӗҫ пырать.

 

Республикӑра

Тӑвай районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх кооперативӗнче председательте ӗҫленӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн ӗҫченӗсене икӗ уйӑх ытла ӗҫ укҫи тӳлемен.

Следстви версийӗ тӑрӑх, Енӗш Нӑрваш ялӗнчи ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗҫлекен 18 ҫынна пӗлтӗрхи ҫурларан пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм 500 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ. Тепӗр 37 ҫынна виҫӗ уйӑх ытла шалу паман. Кассӑра тата счетсем ҫинче вара ӗҫ укҫи тӳлемелӗх укҫа-тенкӗ пулнӑ.

Председателе ӗҫрен кӑларса ярсан парӑмсене татнӑ. Халӗ бухгалтерире суд экспертизи ирттерес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Пӑрачкав районӗнчи сыснасене пилӗк кунта (ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫак ӗҫе вӗҫлемелле) тӗп тумалла. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Республикин правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер кӑларнӑ.

Республика шайӗнчи пысӑк пуҫлӑх кун пек йышӑнӑва Пӑрачкав тӑрӑхне кураймасӑр е сыснасене чӑтма пултарайманнипе кӑларман паллах. Асӑннӑ районти Напольное тӑрӑхӗнче пурӑнакан Н.В. Владимировӑн хушма хуҫалӑхӗнче сыснан чуми алхасма тытӑннӑ. Ҫакна ветеринарсем палӑртнӑ хыҫҫӑн ҫурла Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе карантин тесе палӑртнӑ.

Усал чире пула тӗп тӑвакан сыснасене ҫунтарса ярӗҫ. Пӗтернӗ сыснасемшӗн республикӑн Резерв фондӗнчен укҫа уйӑрма палӑртнӑ. Вӑл «кӗмӗл» чире пула шар курнисен тӑкакне саплаштарма каймалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52], 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, ... 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем